Кĕмĕл халăхăн паянхи йăлтăравĕ

Иртнӗ уйӑхӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Сӑвар-пӑлхар культури» курав уҫӑлнӑччӗ. Нумаях пулмасть, вӑл хупӑнас умӗн, кунтах пресс-конференци иртрӗ. Унӑн йӗркелӳҫисем — «Сувар» фонд директорӗ Владимир Алмантай, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Владислав Николаев, Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев, ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев тата ыттисем журналистсемпе тӗл пулчӗҫ. Сӑмах, тӗпрен илсен, тӑван халӑх кун-ҫулӗпе унӑн авалхи йӑли-йӗрки, культура, тӗн аталанӑвӗ пирки пычӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ, искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов несӗлӗмӗрсен цивилизацийӗ пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. «Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑх пирки чӑннипех ылтӑн ӗмӗр теме пулать, — терӗ вӑл. — Паян ҫак пулӑма тӗпчес, ӗмӗрсен еткерне тӑван халӑх патне ҫитерес тӗлӗшпе «Сувар» фонд ҫине тӑрса ӗҫленине ырламалла. Унӑн уйрӑм хастарӗсем тата пысӑк ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, Юрий тата Сергей Ювенальевсем «Культура суваро-булгар. Этническая религия и мифологические представления», Владимир Алмантай «Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений» кӗнеке-альбомсем кӑларчӗҫ. Владислав Николаев ӳнерҫӗ пурнӑҫлакан ӗҫе мӗнле ырламӑн-ха. Вӑл пирӗн мӑн асаннесемпе кукамайсен манӑҫа тухнӑ эрешӗсене — кӗмӗлтен касса кӑларнӑ хатӗрсене — иккӗмӗш пурнӑҫ парнелет. Ҫакӑн пек маттур ентешсем пуррипе мухтанмалла пирӗн».

Владислав Николаев пресс-конференцие ҫав тупрана илсе пынӑччӗ. Вӗсем ҫине пӑхатӑн та чӑннипех тӗлӗнетӗн: мӗн кӑна пулман пирӗн несӗлсен. Пуҫа тӑхӑнмалли, кӑкӑр умне ҫакмалли хатӗрсем... Эреш пӗлтерӗшӗпе ҫеҫ мар, сыхлав майӗпе те усӑ курнӑ вӗсемпе. Усал вӑйран, чир-чӗртен сыхланнӑ пӑлхар-сӑвар-чӑваш хӗрарӑмӗсем, ӑрӑва малалла тӑсакансем.

Пурнӑҫа, ҫут ҫанталӑка хӑйсен ҫеҫ пур тӗнче курӑмӗпе йышӑннӑ. Пирӗн мӑн асаттесемпе кукаҫисен тӗнӗ пирки Владимир Алмантай чарӑнса тӑчӗ. Унӑн шухӑшӗпе — несӗлӗмӗрсем пӗр турра ҫеҫ ӗненнӗ-мӗн. Ҫакна вӑл архив материалӗсемпе паллашнипе ҫеҫ мар, археологи тӗпчевӗсем ирттернипе те ҫирӗплетет. В. Алмантай тата унӑн ҫывӑх юлташӗсем, унпа пӗр шухӑшлисем юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ку енӗпе уйрӑмах нумай ӗҫленӗ, археологи экспедицийӗсен вӑхӑтӗнче чавса кӑларнӑ япалана, упранса юлнӑ чулсене тӗпченӗ, вӗсем тӑрӑх унӑн малтанхи сӑн-сӑпатне ҫывӑх палӑксем ҫӗкленӗ. Сӑмахран, виҫӗм ҫул Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче сӑвар-пӑлхарсен палӑкӗсене ҫӗнӗрен ӑсталаса лартнӑ.

Юрий Ювенальев шухӑшӗпе, аваллӑх сӗмӗнчи еткере каялла тавӑрас тӗлӗшпе патшалӑхӑн ятарлӑ программа пулмалла. Ун чухнехи несӗлсем — кӗмӗл халӑх — пирки пысӑках мар ушкӑн вӑйӗпе ҫеҫ каласа, ҫырса кӑтартма ҫӑмӑл мар. Ҫав ушкӑн ҫапах та малаллах талпӑнать. Малашлӑхра сӑвар-пӑлхар-чӑваш ячӗсене тӗпчесшӗн, вӗсен ҫӗр ӗҫ, тимӗрҫӗ ӗҫӗ, ювелир ӗҫӗ тата ытти пирки те кӗнекесем, альбомсем кӑларасшӑн.

Владимир Агеев та сӑмах илчӗ. Вӑл та хӑйӗн пултарулӑхне несӗлсен кун-ҫулне тӗпчессипе ҫыхӑнтарнӑ. «Авалхи Пӑлхар ишӗлчӗкӗсем ҫинче», «Вӑйӑра», «Туйра» тата вун-вун картининче ҫак йӗре тытса пынӑ.

Роза Чентаева Тутарстанри Аксу районне кӗрекен Ҫӗнӗ Аксу ялӗнче пурӑнать. Курав уҫӑлнӑ чухне те, пресс-конференцире те пулчӗ вӑл Шупашкарта. Роза Николаевна тӗне кӗмен чӑвашсен йӑхӗнчен. Вӑл тӗпленсе пурӑнакан хутлӑх та авалхи тӗне, йӑла-йӗркене тытса пырать-мӗн. «„Сӑвар-пӑлхарсен культури. Халӑх тӗнӗ тата ҫут тӗнчене ӑнкарни“ кӗнекепе ҫывӑх паллашрӑм. Пирӗн пурнӑҫа, кун-ҫула ҫутатса панӑнах туйӑнчӗ. Ҫак йӑласем маншӑн питӗ ҫывӑх», — терӗ вӑл.

Надежда СМИРНОВА.
Владислав Николаевӑн ӗҫӗсем.
Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем